Шупашкар районӗнче «Ҫӑлтӑр» халӑх дружини ӗҫлет. Ӑна Шалти ӗҫсен ветеранӗ, СОБР ӗҫченӗ пулнӑ Василий Хорасев ертсе пырать.
В. Хорасев дружининче 10 ҫын шутланса тӑрать. Шутланса кӑна тӑмаҫҫӗ-ха. Шутланса кӑна тӑраканнисене 8 ҫынна ӗҫе вӑхӑтра тухманшӑн дружинӑран кӑларса янӑ.
Дружина пайташӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, патрульпе пост служби ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Дружинниксем графикпа урама дежурствӑна тухаҫҫӗ, рейдсемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче те вӗсем ӗҫлӗҫ.
Дружинника ахаль-махаль ҫынна йышӑнмаҫҫӗ-мӗн. Судпа айӑпланнисен, административлӑ майпа явап тытнисен ун пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар.
Полицие пулӑшакансене укҫан хавхалантарма район хыснинче кӑҫал 107 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ.
Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ.
Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет.
Станьял ялӗнче Хӗл Мучин резиденцине туса лартнӑ. Чӑвашла каласан, пӳртне темелле пуль-ха. Икӗ хутлӑскере районти культура ӗҫченӗсем капӑрлатнӑ.
«Чӑваш Енре кан» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче унта «Шупашкар районӗнчи этнохӗл» уяв иртмелле. Шупашкар районӗнчи клубсен централизациленӗ тытӑмӗнче программа кӑсӑк пулассине пӗлтереҫҫӗ. Такам кӑмӑлне те ҫӗклеме пултаракан аниматорсем хаваслантарӗҫ. Ҫунашкапа ярӑнма май килӗ. Наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ.
Станьялти Хӗл Мучи ҫуртне чӑвашла капӑрлатнӑ. Унти Хӗл Мучипе Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Вӗсемпе, сӑмах май, чӑваш телевиденийӗ те кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть тележурналистсем сюжет ӳкерсе кайнӑ.
Сӑнсем (20)
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ.
«Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле.
Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗ черетлӗ открытка кӑларчӗ, хальхинче ӑна эпир ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул уявне халалларӑмӑр.
Малтанхи открыткӑсен виҫи А6 форматлӑ пулсан кӑна эпир тӗнче стандарчӗпе — 11х22 см виҫепе — кӑлартӑмӑр. Шалта Ҫӗнӗ ҫулта саламламалли сӑвӑ йӗркисем те пур. Унӑн авторӗ — Владимир Андреев, сӑвӑ сӑмахӗсене Геннадий Дегтярёв редакцилесе парса.
Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Унан хакӗ — 30 тенкӗ. Ыттисем пекех кун открыткӑна йӑлт чӑвашла хатӗрленӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫал открыткӑсем сахал мар кӑларчӗ. Чи малтанхине эпир Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе халӑх патне ҫитертӗмӗр. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе те пичетленӗччӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑммӑн «Саламлатпӑр!» ятли те кун ҫути курнӑччӗ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.
Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.
Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.
Шупашкарта Ҫӗнӗ 2016 ҫулхи символӗн конкурсне ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
«Ҫулталӑк палли» конкурс раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗчен пырӗ. Ҫавӑнпа ӗҫсене унччен илсе ҫитермелле. Йӗркелӳ комитечӗ Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӗҫсене унта кӗтеҫҫӗ.
Конкурса уйрӑм ҫын е ушкӑн ӑсталанӑ япаласене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене тӑмран, пластилинран, тӑварлӑ чустаран, ҫипрен, пусмаран, хутран, вӗтӗ шӑрҫаран, йывӑҫран тата ытти материалтан хатӗрлеме пулать. Ӗҫсен ҫӳллӗшӗ 10–50 сантиметр пулмалла. Унта ят-шыва, ӳсӗме, ӗҫ ятне тата ӗҫ йӗркине кӑтартнӑ хут ҫыпӑҫтармалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене тӗрлӗ ӳсӗмре палӑртӗҫ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра Пӗрлехи юмах служби ӗҫлесе кайӗ. Унӑн номерӗ 60-20-16 пулмалла. Унпа 11 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен шӑнкӑравлама май килӗ. Пӗрлехи юмах номерӗ раштавӑн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Вӑл номерпе шӑнкӑравласа хулара пулса иртекен уяв мероприятийӗсем пирки пӗлме май килӗ. Хӗл Мучипе Юрпикене те хӑнана чӗнме май килӗ. Шӑнкӑравлакансен хулара конькипе ӑҫта ярӑнма май пурри, коньки ӑҫта вӑхӑтлӑх илме май килни, утренниксемпе фестивальсем, хулари тата республикӑри учрежденисенче иртекен уявсем пирки йӑлт уҫӑмлатма май пур. Кун ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ.
Шупашкарта антитеррор пирки калаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ку уйрӑмах ҫивӗч ыйту пулмалла. Ун чухне хулара йӗрке хуралҫисем, дружинниксем пулӗҫ.
Ҫак кунсенче террорпа кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи антитеррор мероприятийӗсем пирки калаҫнӑ.
Шупашкарта 30 ытла мероприяти иртӗ. Ытларахӑшӗ тӗп урамсенче иртӗ. Уяв мероприятийӗсем 25 лапамра иртӗҫ.
Ҫын ытларах пухӑннӑ ҫӗрте йӗрке хуралҫисемпе друженниксем сыхлӗҫ. Концерт лапамӗсенче 100 ытла полицейски пулӗ.
Хулара иккӗлентерекен ҫынсем пирки пӗлтермелли «хӗрӳ лини» те ӗҫлет.
Шупашкарти Алексей Дюжев актер Донбаса пӗрре мар кайса килнӗ. Ахаль кайман вӑл унта. Алексей унти ҫынсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каять.
Актер Донбаса каллех кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл унти ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламласшӑн. Алексей ҫынсене акцие хутшӑнма чӗнсе калать. Вӑл ачасем валли теттесем, пылак ҫимӗҫсем, канцтаварсем, Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсем, тумтир пухать. Кашни япалана вӑл хӑйех ачасене тыттарӗ.
Алексей Донбаса пӗчченех каять. Вӑл ыркӑмӑллӑх акцийӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Алексей хальхинче те унта хӑйӗн урапипе кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |